Чӑваш Енри аграрисем юр ҫийӗн хӗвелҫаврӑнӑш выраҫҫӗ. Комбайнсен ҫӗнмелли лаптӑксем аванах: кӑрлачӑн 12-мӗшӗ тӗлне пин гектар ытларах пулнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов нумаях пулмасть Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ чух сӗт пуҫтаракансемпе тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе те калаҫнӑ, Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта та пулнӑ, хире те ҫитсе ҫаврӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, хӗвелҫаврӑнӑш вырма комбайнсем кӑрлач уйӑхӗнче тепре тухнӑ. Ҫак ӗҫе кӗркунне вӗсен вӗҫлеме май килмен.
Маларах эпир хирте хӗвелҫаврӑнӑш 1 пин гектар ытла юлнине каларӑмӑр та, укҫа ҫине куҫарсан вӑл самаях пухӑнать: 55 миллион тенкӗрен иртет. Ҫак цифрӑна министр хай асӑннӑ.
Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри хӗлле кӗркуннехи пек нӳрӗ мар, ӑна тӗшӗлеме те ҫӑмӑлтарах тесе ӗнентереҫҫӗ фермерсем.
Республикӑра юлашки вӑхӑтра сӗт йӳнелсе кайнишӗн хытах пӑшӑрханаҫҫӗ. Пӗррехинче эпир те Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче халӑхран сӗт пухакансем хака пӗр кунта тӑватӑ тенкӗ чакарнине пӗлтернӗччӗ.
Шӑматкун Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артаманов Шӑмӑршӑ районӗнче ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата сӗт пуҫтаракансемпе тӗл пулнӑ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи уйрӑм хуҫалӑхсенче 2143 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ. Сӗте ҫынсенчен пӗр литрне вӑтамран 15–16 рублей тенкӗпе пухаҫҫӗ. Сӑмах май, маларах эпир асӑннӑ Янӑш тӑрӑхӗнче ӑна халӗ 13 тенкӗпе туянаҫҫӗ.
Сӗт пухакансем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сӗт тирпейлекен организацисем ӑна йӳнӗпе илеҫҫӗ. Анчах министр та лӑпланмаллиех калайман. Лару-тӑру ҫӗршывӗпех ҫапла иккен. Хак чакнин сӑлтавӗсенчен пӗри — чикӗ леш енчен шӗвек мар сӗт килни.
Паян хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Нумай ҫул йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Морозов Николай Васильевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑш вӑхӑтра иртнине тӗплӗн пӗлменрен пӗлтерейместпӗр.
Морозов Николай Васильевич — чӑваш журналисчӗ, 1953 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳре культпросветучилище, ЧПУн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. РНМЦ-ра пай пуҫлӑхӗнче (1974–1988), Республикӑри ҫамрӑк туристсен станцийӗн методистӗнче (1988–2000), Чӑвашрадион политика программисен аслӑ редакторӗнче 2000–2002), «Республика» хаҫатӑн политика пайӗн редакторӗнче (2002–2006), вырӑнти «Аргументы и факты» хаҫатӑн коммерци директорӗн ҫумӗнче (2006–2007) ӗҫленӗ. Чылай вӑхӑт хушши «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.
Чӑвашрадиора ӗҫленӗ чухне Николай Васильевич «Хурал пӳрчӗ», «Ахрӑм», «ИНМ» студи», «Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», «Самана», «Радуга», «Парламентский вестник», «Площадь Республики» ятлӑ автор радиопрограммисем хатӗрлесе ертсе пынӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет.
Шӑмӑршӑ районӗ паян 90 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Район центрӗнчи мероприяти юрӑ-ташӑпах вӗҫленмен, спорта юратакансем валли ӑмӑртусем иртнӗ, ял тӑрӑхӗсем хӑйсен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан картишсем йӗркеленӗ.
Муниципалитета пӗтӗмлетмелли уява хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Владимир Кузюков районтисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кирилл Ермолаев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп режисҫерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина та уява хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, режиссерпа редактор Шшӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе унтах амаланса аталаннӑ.
Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ.
Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62.
Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет, ӑна йӗркелесси пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Баскак поселокӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта кӑмпа татма юратакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприяти интереслӗ, хӑйне евӗр иртнӗ. Унта пухӑннисене кӑмпаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе, ятарлӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Хӑнасемпе «Ку мӗнле кӑмпа пулнине пӗл» ӑс-тӑн вӑййи ирттернӗ. Ҫавӑн пекех «Вӑрманта» викторина йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Тӗп вулавӑш «Кӑмпа коктейлӗ» кӗнеке куравӗ ирттернӗ.
Юлашкинчен пухӑннисене кӑмпа пирки ҫырнӑ пӗчӗк кӗнекесем, буклетсем валеҫсе панӑ.
Ыран «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивалӗ иртет. Ӑна Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗ патӗнчи «Липовый край» (чӑв. Ҫӑкалӑх енӗ) кану вырӑнӗнче ирттерӗҫ.
Фестивале йӗркелекенсем кӑмпа ярмӑркки, кӑмпаран пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ, «Грибной марафон» (чӑв. Кӑмпа марафонӗ) тупӑшу иртессе пӗлтереҫҫӗ. Кайран пурте пӗрле пухӑнса кӑмпа яшки ҫийӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ парнепе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ку пулӑма туризмӑн ҫӗнӗ енӗ тесе хаклать. Ку вӑл пулӑм туризмӗ шутланать иккен. Раҫҫейре ку вӑл ҫӗнӗ ен, анчах вӑй илсе пырать теҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗ патӗнче иртекен кӑмпа фестивальне май пулсан ыран пурне те ҫитсе курма чӗнеҫҫӗ.
Эмелсене ачасенчен пытарма хушаҫҫӗ те… Анчах хӑшӗ-пӗри кун пирки манать пулмалла. Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнче чутах инкек пулман.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 16 сехетре Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьери 2 ҫулти ача сивӗтмӗш алӑкне хӑй тӗллӗн уҫнӑ та «Анаприлин» ятлӑ эмеле туртса кӑларнӑ. Пӗчӗкскер пӗр упаковкине ӗҫсе янӑ. Ку эмел – чӗре чирӗсемпе нушланакансем валли.
Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ача мӗн хӑтланнине вӑхӑтра асӑрханӑ та васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Полицейскисем тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ: эмелсене ачасем ҫитмен вырӑнта упрамалла.
Паян Улатӑр, Пӑрачкав, Канаш, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенчи 224 ялта пурӑнакансем ҫутӑсӑр юлнӑ. Электроэнерги нушине Тутарстанри 7 районта та туйса илнӗ. Тавар турттаракан пуйӑс пӗр вырӑнта 11 минутлӑха чарӑнса ларни те паллӑ.
Анчах, Турра шӗкӗр, инкеклӗ лару-тӑру ҫынсене вӑрах вӑхӑт канӑҫсӑрлантарман. Кӗске вӑхӑтлӑх пӑтӑрмах Шупашкарти гидроэлектростанцире пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ. Яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех сирнӗ. Ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 52 минутра ҫутӑ пама тытӑннӑ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру самантлӑх сиксе тухнине Чӑваш Ен Элтеперне те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев паян Мускавра ӗҫлӗ командировкӑра пулин те телефонпа ку ыйтӑва яваплисемпе сӳтсе явнӑ. Кун пирки Элтеперӗн пресс-служби республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтерет.
Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне, 51 ҫултискере, йывӑҫ каснӑшӑн 250 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Депутат, усламҫӑ ӗҫӗпе те аппаланнӑскер, пӗлтӗрхи юпа-раштав уйӑхӗсенче 11 йывӑҫ – 9 хурӑн тата 2 тирек – каснӑ. Хӑйӗн вара ҫак ӗҫе тумашкӑн кирлӗ хутсем пулман. Ҫапла вӑл вӑрман патшалӑх фондне 68 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫынна та 8 ҫӑка каснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Вӑл кӳнӗ тӑкак 9 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ӑна суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |